Дни родных языков

...Виҫӗ чӗлхе - виҫӗ ӑс...

Шупашкар муниципаллӑ округӗн Ҫӗньял тӗп шкулӗнче Пӗтӗм Тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа "Виҫӗ чӗлхе - виҫӗ ӑс" ятпа литературӑпа музыка уявӗ иртрӗ.
"Пӗр 5-6 ҫул хушшинче Европӑри тӗп чӗлхесене пурне те вӗренме пулать. Пӗр чӗлхене вара ӗмӗр тӑршшӗпе вӗренес пулать. Ку вӑл - тӑван чӗлхе," - тенӗ Вольтер.
Чӑваш чӗлхи - чи авалхи чӗлхесенчен пӗри. Пирӗн мӑн-мӑн асаттесем пин ҫул каяллах чӑвашла калаҫнӑ. Тӑван чӗлхене йӑхран йӑха, ӗмӗртен ӗмӗре упраса пынӑ. Паянхи ачасем хӑйсен тӑван чӑваш чӗлхи не пӗлесшӗн, лайӑх вӗренесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Уявра вӗсем сӑвӑсем каларӗҫ, юрӑ-такмаксем шӑрантарчӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, конкурссенче тупӑшрӗҫ.

Пурне те Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр, пысӑк ҫитӗнӳсем сунатпӑр.


Акцие Шупашкар МО Ҫӗньял тӗп шкулӗнче 4-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ

Михайлова Ариана МБОУ «Синьяльская ООШ» 1 класс

Прикрепленные файлы

docx
План мероприятий Недели родных языков 14,63 Kb 26.02.2024

Фотогалерея