Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ

Шупашкар округӗн Ҫӗньял тӗп шкулӗнче вӗренекенсем паян, акан 24-мӗшӗнче, "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акцие хутшӑнчӗҫ.Кашни ҫулах ачасем ҫак акцие кӗтеҫҫӗ. Учительсемпе пӗрле ларса Чӑвашла диктант ҫырасси пурне те мӑнаҫлантарать. Ҫак ӗҫ ҫав тери пархатарлӑ: тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма, упрама, аталантарма вӗрентет.

    7,8-мӗш класра вӗренекен арҫын ачасем уйрӑмах диктант ҫырма кӑмӑл турӗҫ. Вӗсем хастар пулни савӑнтарать. Вӗренекенсене диктант тексчӗ те, вулани те питӗ килӗшрӗ.

    "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акци тухӑҫлӑ иртрӗ.

      Галина Кузьмина, чӑваш чӗлхипе литература учителӗ